Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗнче тетелӗ

Вӗренӳ Журнал хуплашки
Журнал хуплашки

Ӗнер «Шкулта» интернет журналӑн ҫӗнӗ номерӗ кун ҫути курчӗ. Ку кӑларӑм тухма пуҫланӑранпа 19-мӗш пулать.

Интернет кӑларӑмӑн ҫӗнӗ номерӗнче яланхи пекех чӑваш шкулӗнче ӗҫлекен педагогсем валли тӗрлӗ материал ҫителӗклӗ. Калӑпӑр, Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Кириллова хӑйӗн статйинче чӗлхе урокӗнче сӑмахсарсемпе ӗҫлес хӑнӑхусене аталантарасси пирки ҫырса кӑтартать, уйрӑм урок тӗслӗхне илсе парать. Чӑваш литературин урокӗсенче ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курасси пирки Малти Ишекри вӑтам шкулта вӗрентекен Римма Иванова чарӑнса тӑрать. Шупашкарти 4-мӗш лицейра ӗҫлекен Светлана Краснова вара Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен каласа паракан буклета ӑнӑҫлӑ хатӗрленӗ.

Номерте ҫавӑн пекех урок сценарийӗ, класс тулашӗнчи ӗҫе йӗркелемелли материалсем, вырӑс тата акӑлчан урокӗсем валли, педагогика ыйтӑвӗсемпе статьясем вырнаҫтарнӑ.

Журналта «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеоконкурсӑн положенийӗпе тӗплӗнрех паллашма пулать. Ӑна шкул ҫулне ҫитмен, пуҫламӑш шкулта вӗренекен ачасем тата педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ валли Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗпе Чӑваш халӑх сайчӗ ирттереҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://shkul.su/
 

Чӑвашлӑх

Иртнӗ эрнекун, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, Мускаври «Avanclub» калаҫу клуб хастарӗсем карачай-балкар ҫамрӑкӗсене аталантарма йӗркеленӗ «Эльбрусоид» фондне хӑнана кайнӑ. Сӑмах май, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче «Эльбрусоид» фончӗн пайташӗсемпе тӗл пулнӑ.

Фонда хӑнана кайсан «Avanclub» пайташӗсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, тутлӑ чейпе сӑйланӑ. «Хӗрӳ калаҫу пынӑ май, пӗр-пӗрин пирки (халӑх, чӗлхе пирки...) ыйтса пӗлтӗмӗр. Эпир вӗсен проекчӗсемпе, вӗсем вара пирӗн ӗҫ-хӗлпе интересленчӗҫ», — тесе пӗлтерет унта пулнӑ Оксана Антонова. Унтан вӑл тата ҫакна хушса хурать: «Тӗллевӗмӗрсем пӗрех-ҫке».

Карачай-балкар хастарӗсене икчӗлхелӗхе аталантарас ыйту, тӑван чӗлхепе салам хучӗсене хатӗрлес ӗҫ уйрӑмах килӗшнӗ. Пирӗннисене вара вӗсен мобильлӗ хушӑмӗсем кӑмӑла кайнӑ. Ку енчен карачай-балкар ҫамрӑкӗсем хӑйсен опычӗпе паллаштарма та хирӗҫ мар-мӗн.

 

Чӑваш чӗлхи

iPhone тата iPad хатӗрсен хуҫисем валли те Чӑваш клавиатурине хатӗрленӗ. Ӑна системӑна кӗртнӗ хыҫҫӑн вӑл хуть те хӑш проложенире ӗҫлеме пултарать. Пускӑч хӑмин ҫутӑ тата тӑттӗм варианчӗсем пур.

Приложение уҫласа илсе вырнаҫтарма iTunes лавкки урлӑ май пур. Вӑл тӳлевлӗ, хакӗ 149 тенкӗ.

ПРиложени страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх клавиатурӑна хатӗрлекенӗ Андрей Фетисов шутланать. Релизӗ пӗлтӗрхи ҫул вӗҫленсе пынӑ чухне пулнӑ — раштавӑн 29-мӗшӗнче. Чӑвашла пускӑч хӑмине вырнаҫтарас тесен iOS 8.0 е унтан ҫӗнӗреххи кирлӗ пулӗ.

Аса илтеретпӗр, Android-па уҫӑ куракансем валли чӑвашла клавиатура хальхи вӑхӑтра темиҫе вариантпа та пур. Вӗсем пур те тӳлевсӗр. Мӗнле вырнаҫтармаллине пирӗн сайтри информаципе усӑ курса пӗлме пулать.

 

Тӗнче тетелӗ

«Открытые данные» (чӑв. Уҫӑ кӑтартусем) информаци ресурсӗсен регионти порталӗсен танлаштарӑмӗнче Раҫҫӗйре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Тӗпчеве «Инфометр» проект ирттернӗ. Унтисем пахаланӑ тӑрӑх, пирӗн республика уҫҫӑнлӑх енӗпе экспертсемпе усӑ куракансен 88,7 процентне тивӗҫтерет. Аудита 86 йышши параметрпа ирттернӗ.

Ҫуркуннехи танлаштарӑмра та пирӗн республика начар вырӑнта пулман. Ун чухне вӑл улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Халӗ, ав, регионсенчи сайтсемпе разделсем хушшинче кӑтарту тата лайӑхланнӑ.

Аса илтерер, «Открытые данные» республика порталӗ 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫлесе кайнӑ. Вӑл влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлӗ пирки ҫӑмӑллӑнах пӗлме май парать. Ҫав вӑхӑтра унта 183,8 пин хут ытла кӗрсе пӑхакан тупӑннӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ гуманитари ӑслӑлӑхӗсене аталантаракан канашӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Пурӗ тӑватӑ ыйту пӑхса тухнӑ: соцологи ыйтӑмӗсен пӗлтерӗшӗ; чӑваш халапӗсен вырӑнӗ; чӑваш интернетне аталантармалли майсем; Чӑваш Ен историйӗн вӗренӳпе меслетлӗх концепцине хатӗрлесси. Унсӑр пуҫне 2016 ҫулта гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ӗҫ планне ҫирӗплетрӗҫ, унта Шупашкара миҫемӗш ҫулта никӗсленине татса парас тӗлӗшпе пухӑнма та палӑртрӗҫ.

Чи кӑсӑклӑ доклад шутӗнче Чӑваш интернетне аталантарас ыйту пулчӗ. Тухса калаҫакансем гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев тата ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Геннадий Дегтярёв пулчӗҫ. Юрий Николаевич хӑйӗн сӑмахӗнче хальхи тапхӑрта тунӑ лайӑх утӑмсене палӑртрӗ, ҫак тӗлӗшпе ӗҫлеме май паракан федераци саккунӗ (Информаци, информаци технологийӗсем тата информацие хӳтӗлесси ҫинчен калакан 149-ФЗ №-лӗ саккун) пуррине асӑнчӗ, вӗсем ҫине таянса ӗҫлемеллине каларӗ.

Малалла...

 

Тӗнче тетелӗ

Тӗнчери лару-тӑру лӑпкӑ теме ҫук. Террористсем «хастарланни» пурне те хӑратать. Ҫавна май халӑх тетелӗсенче те халӑха пӑлхантармалли информацисем тухма тытӑннӑ.

Нумаях пулмасть «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнче Чӑваш Енре 18 террорист пурри пирки хыпар сарӑлма пуҫланӑ. Унта ҫынсене халӑх пухӑнакан вырӑна тухса ҫӳреме сӗнмен.

Ку — суя. Кунашкал хыпара ҫӗршывӗпех сараҫҫӗ. «18 террорист» Самарта, Вогоградра та пур-мӗн. Экстремизпа кӗрешекен центр та ку суя хыпар пулнине пӗлтерет.

Ку хыпар тӗнче тетелӗнче виҫӗ эрне ҫӳрет-мӗн. Йӗрке хуралҫисем ӗҫлеҫҫӗ кун тӗлӗшпе. Чулхулара полицейскисем икӗ ҫамрӑка тытса чарнӑ, вӗсемпе калаҫнӑ. Ҫамрӑксем кӑна пуҫтахаланас тӗллевпе тунӑ.

Йӗрке хуралҫисем ку хыпара ӗненме хушмаҫҫӗ. МТВра та, Мегамолра та нимӗнле «шахидкӑна» та тытман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80280
 

Республикӑра

«ХамОр ялсем» скетчком (ют чӗлхерен куҫарсан ҫакӑ кӗске шӳтсем тенине пӗлтерет) пирки пурте пӗлмеҫҫӗ пулӗ-ха. Проекта пурнӑҫа кӗртекенсенчен пӗри Патӑрьел район каччи Геннадий Адикин кулӑшсем ӳкерес шухӑш ӑнсӑртран ҫуралнине пӗлтерет. Малтанах ролике тӗнче тетелӗнчи халӑх сечӗсенче вырнаҫтарнӑ. Куракансенчен ырлаканни ырланӑ, хурлаканни хурланӑ.

Пӗрремӗш ярӑм хыҫҫӑн ыттисем те тӗнче тетелӗнче вырӑн тупнӑ. Ҫамрӑксем кулӑшсене тӑван чӗлхене вырӑсларан куҫараҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫӗнче пулнӑ интереслӗ самантсене сӑнлама тӑрӑшаҫҫӗ.

Ӗҫчен ял ҫыннин пурнӑҫне, ҫамрӑксен хӑтланӑвне, кӳршӗсен хутшӑнӑвне кулӑшла сӑнлама тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Рольсене Сергей Лекеров, Олег Николаев, Евгений Григорьев, Геннадий Адикин, Алексей Алексеев, Борис Головцов калӑплаҫҫӗ. Ҫамрӑксем ҫӗнӗ актерсен ӑсталӑхне тӗреслеҫҫӗ, вӗсене Александр Кӑлканӑн «Хӑравҫӑ мулкач» юптарӑвне вулаттараҫҫӗ. Халӗ скетчкомра пикесем те ӳкерӗнеҫҫӗ. «ХамОр ялсен» ӗҫне Алексей Московский юрӑҫпа Евгений Григорьев шоумен та хутшӑннӑ.

 

Тӗнче тетелӗ

Чӑваш халӑх сайтӗнчи шырав тинех кирлӗ пек ӗҫлеме пуҫларӗ. Пирӗн портала уҫнӑранпа 10 ҫул иртрӗ пулин те ҫак функционал хальхи вӑхӑтччен чипер ӗҫлеместчӗ. Хыпарсенче пушшех те шырама май ҫукччӗ, энциклопеди пайӗнче вара шырасан тупса панӑ материалпа усӑ курма йывӑрччӗ.

Халь шырав пайӗпе усӑ курассине ҫӑмӑллатрӑмӑр. Хыпарсен пайӗнче шыранӑ чухне — вӑл анлӑшра тупӗ, энциклопедиллинче пулсан — информациллӗ пайра. Шыранӑ чухне те тӗрлӗ пайсем тӑрӑх куҫассине ҫӑмӑллатрӑмӑр. Мӗнле шырамаллине вара шырав страницинче уҫӑмлатса панӑ: эсир кирлӗ сӑмахсене палӑртма, кирлӗ маррисене сирме, уйрӑмах кирлисене ушкӑнлама пултаратӑр.

Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ дизайна эпир кӑҫал тума тытӑнса. Ун концепцийӗ тӑрӑх шырав йӗрки сайтӑн чи ҫӳллӗ пайӗнче вырнаҫнӑ, страницӑна антарсан та вӑл ҫухалмасть. Унсӑрӑн пуҫне шырав пайне йӗркене туса ҫитересси пирки эпир сайтӑн 10 ҫулне халалланӑ статьясенче те палӑртнӑччӗ.

 

Культура

Чӑваш Енре вӗренӳ отраслӗн, медицинӑн порталӗсем йӗркеленӗччӗ. Малтанхи юлашки вӑхӑтра ӗҫлеме пӑрахрӗ. Ҫакӑ укӗҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ тесе ӑнлантарчӗҫ кун пирки хӑй вӑхӑтӗнче.

Малашне вара культура ӗҫченӗсен хӑйсен порталӗ пулӗ. Анчах регион шайӗнче мар, ҫӗршывра. Культура.рф портал юпан 5-мӗшӗнчех ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки ҫӗршывӑн Культура министерстви пӗлтерет. Асӑннӑ портал асӑннӑ ведомствӑн сайтӗнче вырӑн тупнӑ.

Порталта Раҫҫейри культура тата ӳнер темипе ҫыхӑннӑ материалсем вырӑн тупнӑ. Вӗсене уйрӑмсемпе вырнаҫтарнӑ. Ҫапла вара хыпарсене музей, кино, йӑла-йӗрке, лекцисем, фильмсем, спектакльсем, регионсенчи пулӑмсем тӑрӑх уйрӑм та шыраса тупма, вӗсемпе паллашма пулать. Ҫӗршывра ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх порталӗ те ӗҫлет.

 

Тӗнче тетелӗ

Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче влаҫ органӗсем йӗркеленӗ Вӗренӳ порталӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кун пирки «АФО чӑнлӑхӗ» сайт пӗлтерет. Шкулсене салатнӑ ҫырӑва ӗненсен портал вырнаҫнӑ серверта хытӑ диск тӗпренсе пӗтнӗ. Малашне вӗренӳ министерстви шкулсене хӑйсен сайчӗсене тытса пыма пулӑшмӗ, вӗсем кашни учреждени сайчӗсене хӑйсен вӑйӗпе ӑсталама тивӗ. Вӗренӳ министерстви шкулсене ӑсталамалли хостинг вырӑнӗсене те сӗннӗ — тӳлевлисенчен пуҫласа укҫа тӑкакламалла маррисем таран.

Хӑй вӑхӑтӗнче чылай шкул хӑйсен сайчӗсене вӗренӳ порталӗнче тунӑччӗ. Унсӑр пуҫне ҫав порталрах вӗрентекенсем те хӑйсен страницисене ӑсталанӑччӗ. Организацисемпе учрежденисен каталогӗ cheb.ru пӗлтернӗ тӑрӑх вӗренӳ порталӗнче ӑсталанӑ сайтсен йышӗ вӗсен пуххинче икҫӗртен те иртнӗ пулнӑ.

Чӑваш Енри Вӗренӳ порталӗнче сайт йӗркелесси тӳлевсӗр пулнӑ. Министерство сӗнекен вариантсенче вара уйӑхне пӗри ҫеҫ тӳлевсӗр, ыттисенче уйӑхне сахалран та 120 тенкӗ тӑкаклама тивӗ. Уйӑхсерен 1500 тенкӗ ыйтакан Росшкола проектне те сӗннӗ.

Вӗренӳ порталӗнче пухӑннӑ документсене халь авторсен ятарлӑ электрон почта адресӗпе ҫыру ҫырса илме пултарасси пирки те пӗлтереҫҫӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, [29], 30, 31, 32, 33, 34, 35
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын